Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Краснов-Кӗҫӗнни Григорий Иванович

Краснов-Кӗҫӗнни Григорий Иванович — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи. 1908 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗнче Тутарстанри Пӑва районӗнчи Кипеккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1978 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

1934 ҫултанпа СССР писателӗсен союзӗн пайташӗ.

Кун-ҫулӗ

Шупашкарти чӑваш рабфакӗнче, Мускав патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнче, Мускав кинематографи институчӗн сценари факультетӗнче вӗреннӗ.

«Пионер сасси» хаҫатӑн, «Тӑван Атӑл» журналӑн редакцийӗсенче ӗҫленӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.

Пултарулӑхӗ

Поэтӑн малтанхи сӑввисем хаҫат-журналсенче 1930 ҫулта пичетленнӗ. Г.Краснов-Кӗҫӗнни вырӑс писателӗсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарас тӗлӗшпе те ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ. Куҫарнӑ хайлавсенчен унӑн пултарулӑхӗнче Л.Толстойӑн «Казаксем» повеҫӗ, М.Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» романӑн хӑш-пӗр сыпӑкӗсем тата В.Маяковскипе С.Маршак сӑввисем паллӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Пичетленнӗ кӗнекисем:

  • «Ҫункав» (сӑвӑсемпе поэмӑсем, 1932);
  • «Сӑвӑсем» (1934);
  • «Ача-пӑча сӑввисем» (1944)
  • «Сарпулат ҫинчен хунӑ юрӑ» (сӑвӑллӑ юмах, 1946);
  • «Кӗсле» (сӑвӑсем, 1947; сӑвӑсемпе поэмӑсем 1960);
  • «Асамат ҫинчен хунӑ юрӑ» (поэма, 1956);
  • «Юлташсем» (повӗҫсемпе калавсем, 1959);
  • «Виҫӗ хӗр» (сӑвӑллӑ легенда, 1961);
  • «Кӗрхи ҫеҫке» (1962);
  • «Виҫӗ тӑван» (сӑвӑллӑ юмах, 1963);
  • «Пурҫӑн тутӑр» (1969).

Хушма каҫӑсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-05-31 12:08:32 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5660 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем